Вĕрентÿ опытне сарас тата пултарулăхпа ыттисене паллаштарас тĕллевпе иртнĕ эрнере Сăкăтри вăтам шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен районти методика фестивалĕ иртнĕ. Унта районти тĕрлĕ шкулсенчен 26 педагог хутшăннă. Вĕсем уçă уроксем, класс тулашĕнчи ĕçсем, мастер-классем ирттерес тата урок юхăмне çырса хатĕрлес енĕпе пĕр-пĕрин хушшинче тупăшнă.
Пирĕн шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекенсем те çак фестивальте хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Экспертсен пĕтĕмлетĕвĕ тарăх Надежда Венедиктовна Иванова «Урок юхăмне çырса хатĕрлесси» номинацире çĕнтерÿçĕ, Валентна Валериановна Егорова «Мастер-класс» номинацире призер пулса тăнă.
Саламлатпăр сире! Малашне те ăнăçу сунатпăр.