Шăнкăртамри 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем республикăра тата районта ирттерекен тĕрлĕ мероприятие тăтăшах хутшăнаççĕ. Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче поэзие тата юрлама юратакансем харăсах икĕ конкурса тухса кайрĕç – Шупашкара тата Çĕньяла. Шупашкарта вĕренÿ институчĕ ирттерекен «Янра, чăваш сăмахĕ» конкурсри «Чи лайăх юрлакан» номинацире 3-мĕш класра вĕренекен Салахутдинова Ильсияр (ертÿçи Н.В. Иванова) «Анне» юрра юрласа кăшт кăна призерсен шутне кĕреймен. Республика шайĕнче 5 вырăн начар мар кăтарту. Валеева Энже «Сăвă чи лайăх калакан» номинацире хутшăннă.(Ертÿçи В.В. Егорова) Хĕр ачасем пуçламăш классенче кăна вĕренеççĕ-ха. Малашне вĕсене пысăк çитĕнÿсем сунатпăр.
Çак кунах Çĕньялти тĕп шкулта «Айхи вулавĕсем» сăвă калакансен конкурсĕ иртрĕ. Унта 3-мĕш класра вĕренекен Миннабутдинова Алина, 10б класри Айзатуллова Гелгене (вĕрентекене Иванова Н.В.) тата 8 класс вĕренекенĕ Юнусова Эльмира (вĕрентекенĕ Егорова В.В.) тĕрлĕ номинацисенче пăхмасăр вĕреннĕ сăвăсене илемлĕ калассипе чăваш ачисенчен кая юлмасăр тупăшрĕç. Юнусова Э. «Юбиляр поэтсен сăввисене чăвашла вуласси» номинацире П. Хусанкай сăввине вуласа 2-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Айзатуллова Г. те сумлă жюри умĕнче палăрчĕ. Ăна вĕсем 3-мĕш вырăн парса чысланă.
Сăвă вулакансене Шупашкартан, Мускавран килсе çитнĕ сумлă хăнасем - А.П. Хусанкай, Гажидма Хусанкай, Г.Б. Куборская-Айги, Н.А. Селивестрова, С. Бирюков, Саша Грач саламларĕç, хисеп хучĕсене пачĕç.