П.Хусанкай 110 çул тултарнине халалланă семинар-конкурс.

 Паянхи вĕрентекенĕн пурнăç таппинчен юлмасăр  ĕлкĕрсе пырас тесен тăтăшах çĕнĕ технологисемпе ĕçтешсен опычĕсемпе паллашса тăмалла.Çавăн пек тума тăрăшаççĕ те Шăнкăртамри 1-мĕш вăтам шкулта ĕçлекен чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем. Республикăра, районта, регионсем хушшинче иртекен тĕрлĕ конкурссенче, фестивальсемпе конференцисенче хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ.

Кăрлачăн 27-мĕшĕнче кăна акă, Иванова Надежда Венедиктовна Тутар Республикинчи Пăва районĕнчи Тури Лаççи вăтам шкулĕнче иртнĕ регионсем хушшинчи конкурс-семинара хутшăнчĕ. Ăна чăваш халăх поэчĕ П.Хусанкай 110 çул тултарнине халалланă. Конкурс положениĕ ыйтнă тăрăх 10-мĕш класра вĕренекен Гелгене Айзатуллова П.Хусанкай сăввине пăхмасăр каласа 1-мĕш вырăн йышанма пултарчĕ.

Ÿкерĕксен конкурсĕнче 9б класра вĕренекен Пукачева Чулпан (вĕрентекенĕ-Егорова В.В.) хăйĕн ăсталăхĕпе палăрнă. Жюри членĕсем унăн «Эп çак çурта тахçанах аставатăп» сăвви тăрăх хатĕрленĕ ĕçне 2-мĕш вырăн парса хакланă.

Маттурсем эсир, Гелгенепе Чулпан! Малашне те сире ăнăçу пултăр!