Карягина вулавĕсем.

    Патăрьел районĕнче çуралса ÿснĕ паллă çыравçăсем нумай. Вĕсен пултарулăхне сума суса районти шкул ачисем хушшинче кашни çулах тĕрлĕ уяв ирттереççĕ. Раштав уйăхĕн саккăрмĕшĕнче Кивĕ Ахпÿрт шкулĕнче «Карягина вулавĕсем» сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Унта Шăнкăртамри 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем Салахутдинова Ильсияр (3а кл.) тата Юнусова Эльмира (8 кл.) хутшăнчĕç. Тĕрлĕ номенацире Марина Карягина çырнă сăвăсене пăхмасăр каларĕç. Жюри членĕсем Юнусова Эльмира пултарулăхне 3 вырăн парса чысларĕç. Хисеп хучĕпе пĕрле автор ачасене хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ. Ку, паллах, ачасемшĕн пысăк савăнăç.

   Малашне те сире ăнăçу сунатпăр, ачасем!